«Чăваш ен мутавлăхĕ- гордость Чувашии» уçă уроксем

2022 çул - Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Ака уйăхĕн 20- мĕшĕнче   1б,2а, 2б, 5б, 7а  классенче Мухтавлă ентешсене халалланă «Чăваш ен мутавлăхĕ- гордость Чувашии»  уçă уроксем, урок- экскурсисем  иртрĕç. Урок- экскурсинче  шкул ачисем  пирĕн республикăна чапа кăларнă тĕнчипех паллă çынсен пултарулăхĕпе , вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.Ачасем мухтавлă ентешсем çинчен  тимлĕ итленĕ хыççăн,  тивĕçлипе мăнаçланас, тăван ен историйĕпе культурине тĕпчес туйăм çурални çинчен пĕлтерчĕç.