«Чăваш халăхěн мухтавě – чапě» ятлă стенд



Канашри пěтěмěшле пěлӳ паракан 1-мěш шкулта чăваш чěлхи эрни «Чăваш халăхěн мухтавě – чапě» ятлă стенд калăпланипе уҫăлчě. Стенд материалěсем урлă шкул ачисем тăван халăх ятне ҫӳллě шая ҫитерме пултарнă ентешсен кунě-ҫулěпе паллашма пултарěҫ, хăйсем те вěсен пек пулма тăрăшěҫ.