« Чунтан саламлатпăр»

Ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче пĕрремĕш шкулти 8 –мĕш класра вĕренекенĕсем чăваш чĕлхи кунне уявласа « Чунтан саламлатпăр» акци ирттерчĕç. Акцине вĕсем Петĕр Хусанкай çырнă йыхрав сăмахĕсемпе пуçларĕç:  «  Кам-ха, кам çак халăха пĕлет? вăл çĕр пин сăмахпала пуплет, вăл çĕр пин юрă кĕвĕлет, çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет» . Шкул ачисене çакăн пек акци кăмăла кайрĕ, чăваш чĕлхи кунĕ асăмра юлчĕ.