шкул краеведени музейě çěнелсе уçăлчě

Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, педагогĕ, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ. Ăна хисеплесе Чăваш Республикинче ака уйăхěн 25 – мěшне Чăваш чěлхи кунě тесе палăраҫҫě.

Ҫак кун пирěн шкулта çав тери пысăк уяв пулса иртрě - шкул краеведени музейě çěнелсе уçăлчě. Музее уçма хула вěренӳ уйрăмěн пуҫлăхě Н.В. Суркова, «Канаш» хаҫатăн тěп редакторě Л.Г. Шурекова килсе ҫитрěҫ. Вěсем пуҫтарăннă ачасене чăваш халăхěн иртнě кун-ҫулěпе кăсăкланма, йăли – йěркине упрама, чăваш чěлхине юратма чěнсе каларěҫ.

9а класс вěренекенěсем куракансене музей экспоначěсемпе паллаштарчěҫ, чăваш халăх историйě ҫинчен кěскен каласа пачěҫ.